Куславкка хăнасене мĕнпе илĕртĕ?

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.06.2025, 14:26 Просмотров: 61

90EB41B4 24B1 4229 B3C6 5BC934D07C3F

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Дмитрий Краснов нумай пулмасть Куславкка округне килсе кайрĕ. Вăл наци проекчĕ пулăшнипе Куславкка округĕ туристсене илĕртекен чи чаплă вырăн пулса тăма пултарнине палăртрĕ.

Округ хăйĕн историйĕпе тата илемлĕ кĕтесĕсемпе пуян. Унта туристсене илĕртекен темиçе вырăн пур. Вĕсемпе паллашма Куславкка тăрăхне республикăри тата çĕршыври тĕрлĕ кĕтессенчен хăнасем çулсерен нумайăн килсе çÿреççĕ. Пурте килĕштерекен кĕтессенчен пĕри – анлă Атăл, унăн хитре çыранĕсем. Куславккасем те, вĕсен хăнисем те халăхра «Кайăк вĕçевĕ» тесе ят панă чи çÿллĕ вырăна çитсе курма, унăн илемĕпе киленме тăрăшаççĕ.

– Акă паян та эпир кунта туристсен автобусĕ тăнине куратпăр. Чăннипех те хитре вырăн, ăна малашне мĕнле аталантарасси, çав хушăрах çутçанталăкăн авалхи илемне упраса хăварасси çинчен шухăшлас пулать. Çынсем кунта шăпах ĕнтĕ çав хитрелĕхе курса киленме çÿ-реççĕ, – терĕ Дмитрий Краснов, округри туристсемшĕн илĕртÿллĕ вырăнсене курса çÿренĕ май.

Аса илтеретпĕр, Куславкка округĕ автотуристсен «Тĕпчесе çитереймен Чăваш Ен: автомобиль кантăкĕнчен курăнакан республика» маршрутне кĕрет. Унпа «Туризм тата хăнасене тараватлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Раççей Федерацийĕнче çулçÿревре» сайтра паллашма пулать.

– Куславкка – автотуристсен трафикне Хĕвелтухăç, Тутарстан Республики енчен йышăнакан пĕрремĕш муниципалитет. Автомашинăпа çул çÿрекен туристсен маршрутĕнче вĕсем валли ăçта мĕнле интереслĕ вырăн пуррине кăтартса панă, çавăнпа эпир вĕсем мĕнле шайра пулнине тепĕр хут пăхса çаврăнтăмăр. Туристсемшĕн хăтлă пултăр тесен, ăçта мĕн тумаллине аван пĕлетпĕр. Вырăнти администраци ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе лайăх ĕçлет, – терĕ Дмитрий Краснов.

Туристсемшĕн илĕртÿллĕ вырăнсен шутне темиçе çул хушши ĕнтĕ «Птичий полет» (Кайăксен вĕçевĕ), паллă математикăн Николай Лобачевскин Музей-çурчĕ тата хулари «Геометрика» парк кĕреççĕ.

Автотуризмпа пĕрлех юханшыв тăрăх курса çÿресси те анлă сарăлнă. Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Куславккан социаллă пурнăçĕпе экономикине 2030 çулччен аталантармалли комплекслă программăпа килĕшÿллĕн Куславкка хулинче причал тума пуçлаççĕ. Ку вара малашне туристсен йышне чылай ÿстерме май парĕ.

Регионра туристсен отрасльне аталантарассинче тĕрлĕ пулăма халалланă туризм валли çул уçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, тесе пĕлтереççĕ Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин официаллă сайтĕнче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники