Робототехникăн Пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, ăна февралĕн 7-мĕшĕнче паллă турĕç, Тĕрлемесе Куславкка муниципалитет округĕнчи шкулсенче 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Унта «Робофест» ятпа ятарлă ăмăрту иртрĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем паллă ученăй, фантастикăна кăмăлланă писатель Айзек Азимов 82 çул каяллах роботсем валли шухăшласа кăларнă виçĕ саккуна аса илчĕç: робот çынна сиен кÿме пултараймасть, вăл çынна пăхăнма тивĕçлĕ, унăн хăрушсăрлăх çинчен манмалла мар. Ăмăртăва хутшăннисен умĕнче вара пĕр тĕллев пулчĕ – турнирсенче тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме пултаракан робот ăсталамалла.
Ăмăртăва пынисене Тĕрлемесри вăтам шкул директорĕн заместителĕ И. Дмитриева саламларĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Кăçал робот ăсталассипе интересленекенсен йышĕ кăштах ÿснине палăртмалла. Тĕрлемесри, Энтри Пасарĕ-нчи, Елчĕкри, Куснарти, Елчĕкри, Кунерти тата хулари 2-мĕш вăтам шкулсенче вĕренекен 51 ача хутшăнчĕ çак хăйне евĕрлĕ турнира. Командăсене пĕрле вĕренекенсем хавхалантарса тăчĕç. Çамрăк робототехниксем тĕрлĕ категорисенче тупăшрĕç.
Ăмăрту вăхăтĕнче пуринчен те çамрăкрах техниксем конструктортан роботсем ăсталарĕç. Аслăраххисем вара программăсем çырса хатĕрлессипе хăйсем мĕн пĕлнине кăтартса пачĕç. Пĕрремĕш категорире (роботсене пухаççĕ те тÿрех ăмăртăва явăçтараççĕ) Тĕрлемесри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем палăрчĕç: Д. Гуреньковăпа А. Скорик пĕрремĕш вырăн, М. Судаковăпа В. Егорова – иккĕмĕш, И.Андреевпа К. Шакиров виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Иккĕмĕш тапхăрта «Чертежник» категорири роботсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, вĕсен хăйсен çумне çирĕплетнĕ кăранташпа е маркерпа ÿкерчĕк (çурт) ÿкермелле пулчĕ. Ку категорире те тĕрлемессем ăнкарулăхĕпе палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсен ятне 3-мĕш класра вĕренекенсем Д. Захаров, Т. Ларионова çĕнсе илчĕç, А. Саперов 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, И. Казаковпа С. Михайлов (4-мĕш класс) – виççĕмĕш.
Ăмăртусен виççĕмĕш тапхăрĕнче («Шорт-трек») çивĕч кĕрешÿре Тĕрлемесри вăтам шкулти Д. Захаровăпа С. Николаева (6-мĕш класс) пĕрремĕш вырăна тухрĕç, П. Семеновăпа В. Анилина (4-мĕш класс) – иккĕмĕш, Энтри Пасарĕнчи вăташ шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Н. Пайков виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
«Перевозчик» ятлă категорире Куснарти вăтам шкулти А. Кириллова (8-мĕш класс) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Кунерти И. Былаевпа (7-мĕш класс) Тĕрлемесри Е. Шигильчев (5-мĕш класс) пулчĕç. Ăмăртăва хутшăннисен компьютер валли ятарлă, кăткăс программăсем çырма та тиврĕ. Ку енĕпе 9-мĕш класра вĕренекенсенчен Е. Албутов (Куснар шкулĕ), С.Шигильчев (Тĕрлемес), Р. Муравьев (Елчĕк шкулĕ) пуринчен те лайăхрах кăтартупа палăрчĕç. 11-мĕш класа çÿрекенсенчен Тĕрлемесри С. Пашкеева – пĕрремĕш, Энтри Пасарĕнчи Н. Пайков – иккĕмĕш, Елчĕкри И. Охотников виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
«Шкулти дрон-рейсинг» категорире Елчĕк шкулĕнчи А. Чукмаков (6-мĕш класс) çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Тĕрлемесри С. Галиевпа (8-мĕш класс) Елчĕкри Н. Галанов (6-мĕш класс) пулчĕç.
Ăмăртăва хутшăннисем пурте сертификатсене тивĕçрĕç. Командăсене вĕрентсе хатĕ-рленĕшĕн тата «Робофестăн» муниципалитетри тапхăрне кашни çулах хастар хутшăннăшăн маларах асăннă шкулсенчи физикăпа информатика, математика учителĕсене Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Робот ăсталакансен ăмăртăвне йĕркеллĕ ирттерме вырăнти шкулта вĕрентекенсем Ф. Салахутдинов, А. Романов тата волонтерсен «Ырă чĕресем» команди нумай пулăшнине палăртса хăвармалла.
И. ДМИТРИЕВА.
Февраль 2025 |