Февралĕн 15-мĕшĕнче – воин-интернационалистсене асăнмалли кун. Раççейре çак кун хамăр çĕршывран таçта аякра хăйсен службăри тивĕçне пурнăçланă, Афган вăрçинчен таврăнайман 14 пин ытла совет салтакĕпе офицерне асра тытса хурланаççĕ.
Совет çарĕсене Афганистана ярасси пирки 1979 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче КПСС Центральнăй Комитечĕн Политбюро ларăвĕнче йышăннă. Çав çулах декабрĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çарсене Демократиллĕ Афганистан Республикине виçĕ направленипе кĕртме тытăннă: Кушка – Шинданд–Кандагар, Термез – Кундуз – Кабул, Хорог– Файзабад. Афган вăрçи 1989 çулхи февраль уйăхĕччен пынă. 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухнă.
Афган вăрçинче Раççейри 14 427 салтакпа офицер пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çав шутра Чăваш Ен территорийĕнчен çара илнĕ 115 каччă паттăррăн пуç хунă, тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă. Унта пирĕн республикăран çара кайнă пурĕ 5692 çамрăк çапăçнă, куславккасем аллă саккăррăн пулнă.
Куславкка тăрăхĕнчи Кĕнер ялĕнче 1967 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çуралнă Борис Альбертович Мишин та çак вăрçăран таврăнайман. Афганистана вăл 1987 çулхи май уйăхĕнче лекнĕ. Гварди кĕçĕн сержант, сывлăш - десант çарĕсен уйрăмĕн командирĕ Кабулта, Вардакра, Нангархарта пынă çар операцийĕсене хутшăннă. 1987 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ. Паттăр салтака Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Ăна хамăр округри Кĕнер ялĕн масарĕнче чысласа пытарнă. Кĕнерти пĕр урам паян унăн ячĕпе хисепленет.
В. СМИРНОВА.
Ÿкерчĕк çинче: черетлĕ тĕлпулу. Афганистан вăрçине хутшăннă ентешсем паттăрсен палăкĕ умĕнче.
Февраль 2025 |