Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.02.2025, 14:32 Просмотров: 124

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитет. Çавна май пирĕн çамрăк ăрăва фронтра кашниех тенĕ пек паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнипе, хуласемпе ялсенче пурăнакансем тылра ырми-канми ĕçленипе çеç хаяр тăшмана çапса аркатма пултарни çинчен аса илтермелле. 2025 çула Раççейре Тăван Çĕршыв Хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ тесе палăртнă.

Эпир куславккасене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе 80 çул çитнине халалланă «Патриотизм – халăх чĕринче» ятлă выставкăна Куславккари тĕп библиотекăна пырса курма чĕнетпĕр. Кăçал чăвашла çыракан, хамăр халăхăн патриотизм туйăмне тата хăюлăхне сăнласа паракан авторсен пултарулăхне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма шутларăмăр. Выставкăра Александр Артемьев, Леонид Агаков, Герман Иванов, Николай Стуриков, Николай Теветкель, Василий Алендей, Владимир Садай тата ытти писательсен ĕçĕсене курма пулать. Вĕсен вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ произведенийĕ-сем иккĕмĕш тĕнче вăрçи историре паллă вырăн йышăннине лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.

«Память солдатского сердца» кĕнеке пирки уйрăм каласа хăвармалла.Унта фронтран янă çырусемпе, дневниксемпе тата Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен асаилĕвĕсемпе паллашма пулать. Çак документсем – хут çинчи сăмахсем кăна мар, хаяр тамăк витĕр тухнă çынсем тÿссе ирттернĕ, хăйсен куçĕпе курнă тĕслĕхсем. Дневниксенчи юлашки йĕркесене вуланă май эпир вăхăт таппине туйма, пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă салтаксем мĕн шухăшланине пĕлме пултаратпăр. Ку вăл – кăранташпа е ручкăпа çырнă йĕркесем çеç мар, çывăх тăванĕсене юратакансен, Çĕнтерĕве çывхартакансен чун-чĕре кăшкăрăвĕ те. Кашни текст – хăй уйрăм истори. Унта хăшĕсем пĕр-пĕринпе яланлăхах уйрăлаççĕ, теприсем часах тĕл пуласса шанни çинчен пĕлтереççĕ. Кĕнекери страницăсене вуласа эпир çав хаяр кунсенче вутпа çулăм витĕр тухнă салтаксем мĕн шухăшлани çинчен пĕлме пултаратпăр...

Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те, фронтран янă çырусемпе дневниксене халĕ те алла тытса вулама май пур. Вĕсем пирĕн ирĕклĕхшĕн çапăçса пуç хунă çынсене ялан асра тытмалли тата хисеплемелли çинчен аса илтереççĕ. Каларăм ĕнтĕ, кашни документ, кашни йĕрке – ку вăл истори татăкĕ, вăл кĕнекесенче тата пирĕн чĕрере яланлăхах упранĕ.

Фашистла Германие тата унпа пĕр шухăшлисене çапса аркатма пирĕн районтан та нумай çын хутшăннă. Куславккасем Совет Союзĕн Геройĕсемпе – Сергей Бутяковпа, Никифор Марковпа, Мидхат Салиховпа, Василий Харитоновпа, Александр Тухлановпа, Александр Казаковпа, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕпе Ярхам Бикчантаевпа тата ытти паттăрсемпе тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Хамăр ентешсен вăрçăри паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен Георгий Абрамовăн «Козловчане на фронтах Великой Отечественной войны» кĕнекине вуласа та пĕлме пулать.

Выставкăна килсе курма, пĕр-пĕр кĕнекене алла тытса вулама чĕнетпĕр. Эпир сире Карл Маркс урамĕнчи 9-мĕш çуртра хапăл туса кĕтетпĕр. Выставка февраль уйăхĕ вĕçлениччен ĕçлет.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники