Сиенлĕ наркăмăшсенчен пĕри

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.03.2025, 14:11 Просмотров: 527

1111111111 md

Кунерти вăтам шкулта 5-9-мĕш классенче нумай пулмасть «Никотин – сиенлĕ наркăмăш» ятпа ятарлă калаçу иртрĕ. Ун вăхăтĕнче вĕренекенсем пирус туртнин сиенĕ тата никотин сывлăха сиен кÿни çинчен пĕлме пултарчĕç.

Эпир никотин организма хавшатни, чĕре-тымар системин ĕçне, ÿпкене тата ытти органсене начар енчен витĕм кÿни çинчен калаçрăмăр. Калаçу вăхăтĕнче пирус туртни çак йăлана пăрахаймансене кăна мар, вĕсен таврашĕнчи çынсене те тĕтĕмпе анратнипе çыхăннă тĕслĕхсем илсе патăмăр. Çавăн пекех харпăр хăйĕн сывлăхне çирĕплетме кирли çинчен те сăмахларăмăр. Вĕренекенсем кăмăл-туйăм начар чухне спортпа туслашма сĕнчĕç. Çакна та манмалла мар, тĕрлĕ хусканусем туни, юлташсемпе тĕл пулса калаçни, мĕнпе те пулин интересленни пурнăçри йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерме пулăшаççĕ.

Шкул ачисемпе ирттернĕ калаçусем вĕсене тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тумашкăн, малашне те сиенлĕ йăласемсĕр пурăнмашкăн пулăшасса шанас килет.

И. МЫКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники