Кăçал Куславкка округĕнчи 3 çемье «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медаль илме тивĕçлĕ пулнă.
Вĕсенчен пĕри – Кутемерти Николай Ивановичпа Лилия Александровна Ивановсем. Вĕсем 1960 çулта пĕрлешнĕ. Çемье пуçлăхĕ 1952 - 2000 çулсенче (пурĕ 45 çул хушши!) вырăнти «Заря» колхоз-совхозра механизатор пулса ĕçленĕ. 1976 çулта ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă, тепĕр виçĕ çултан вăл «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Николай Ивановичăн çавăн пекех «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ те пур.
Пурнăçăн анлă та вăрăм çулĕпе пĕр-пĕрне килĕштерсе утăмлакан тепĕр мăшăр – Куснарти Юрий Порфирьевичпа Василиса Григорьевна Крыловсем (ÿкерчĕк çинче). Вĕсем 1959 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче пĕр çемье çавăрнă. Унтанпа 65 çул пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕçчен пулнăшăн, пĕр-пĕрне сума сунăшăн куснарсем вĕсене хисеплеççĕ. Юрий Порфирьевичпа Василиса Григорьевна пĕр ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ватлăхра савăнмалăх вĕсен 6 мăнукпа мăнукĕсен 9 ачи пур.
Çемье пуçĕ Юрий Порфирьевич хăй вăхăтĕнче Звениговăри юханшыв училищинче вĕреннĕ. Унта алла илнĕ специальноçпа 1957 çулта Хусанти юханшыв портĕнче «Техника» пăрахут çинче тăрăшнă. Тепĕр çулталăкран ăна Шупашкарти пристань çине ĕçлеме куçарнă. 1959 çулта вара «Звезда» катер капитанĕн пулăшуçи пулма çирĕплетнĕ. 1970 çулта вăл «Аниш» совхозра хăмла машинипе ĕçлеме тытăннă, каярах ăна уйрăм управляющийĕ пулма шаннă. 1990 çулхи январьтен пуçласа Юрий Порфирьевич «Байгуловский» совхозра хуçалăхăн хушма цехĕн начальникĕ пулнă.
Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Ю. Крылова «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе, 1977 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа, «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн, профессире ăста пулнăшăн, Ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ăна Дипломпа та чысланă.
Мăшăрĕ Василиса Григорьевна, хамăр районти Катĕркассинче çуралса ÿснĕскер, Канашри педагогика училищине пĕтерсен 1958 çулта Куснар шкулĕнче ачасене вĕрентме пуçланă. 60-мĕш тата 70-мĕш çулсенче Шупашкарти шкулсенче пуçламăш классене пĕлÿ панă. 1970 çултан тытăнса тивĕçлĕ канăва кайичченех Куснарти вăтам шкулта ĕçленĕ. Унăн та сумлă наградăсем чылай, çав шутра Чăваш АССР Çутĕç министерствин Хисеп грамоти те пур. Çавăн пекех Василиса Григорьевнăна шкул ачисене вĕрентес тата воспитани парас тĕлĕшпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн темиçе хутчен Хисеп грамотипе наградăланă.
Крыловсем туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне чунтан килĕштереççĕ. Çак телейлĕ çемьен вăрттăнлăхĕ - пĕр-пĕрне хисепленинче, юратнинче, ăнланма тăрăшнинче тата хаклама пĕлнинче пытаннă.
«Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медаль илме тивĕçлĕ пулнă Аркадий Павловичпа Зоя Антоновна Ларионовсем çинчен эпир хамăр хаçатăн иртнĕ номерĕнче каласа панăччĕ. Вĕсем Елчĕкре пурăнаççĕ.
Ĕçчен те хастар пулнăран, пур енĕпе те ял-йыша ырă тĕслĕх кăтартнăран Ивановсене, Ларионовсемпе Крыловсене пурте хисеплеççĕ. Куславкка районĕнче ялхуçалăхне тата вĕрентĕве аталантарас ĕçре те вĕсен тÿпи пысăк. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн пĕрре çеç мар тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнă ĕç ветеранĕсене. Асăннă мăшăрсем хăйсен ачисене те тивĕçлĕ воспитани панă.
В. СМИРНОВА.
Июль 2025 |