Спортпа туслисем ялсенче сахал мар. Куславкка округĕнче те вĕсем йышлă. Кĕçĕн Карачра пурăнакан Лев Петровпа Алевтина Судеркинăн кунçулĕнче спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ветерансен спортĕнче пысăк çитĕнÿсем туса, вĕсем ыттисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ.
Чемпионсемпе - пĕр ретре
Лев Александрович шкул çулĕсенчех спорт патнелле туртăнма пуçланă. Карач шкулĕнче ĕçлекен Дмитрий Моторкин учитель нумай çамрăка çак çул çине тăма пулăшнă. Çав тапхăрта ял спорт вăййисенче çĕнсе илнĕ медале халĕ те упрать.
-1969 çулта лаша çинчен ÿксе алла хуçнипе çур çул нуша куртăм, больницăра темиçе хут сиплентĕм, 5 хут операци турĕç. Çавăн чухне тантăшсемпе туссем районти ăмăртусенчен наградăсемпе таврăнатчĕç те, эпĕ вĕсене ăмсанаттăм. Сипленсе çитсен тепĕр çулах тренировкăсене çÿреме пуçларăм. Шкулшăн кăна мар, совхоз чысне те нумай турнирта хÿтĕленĕ. Ÿсерехпе кире пуканĕ йăтма тытăнтăм. Куславккари пăхаттир Бронислав Чернов пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Тĕрĕссипе, эпир хамăр тĕллĕнех хатĕрленнĕ, хальхи тренерсем пек никама та туртса пыман.
8-мĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн пата спортăн тĕнче класлă мастерĕ Иван Калля хăнана килни те асрах. Тĕреклĕ хулçурăмлă яша пăхса ытараймастăмăр. Шкул хыççăн Хусан университечĕн физкультура факультетне вĕренме кĕтĕм. Пĕр занятире преподаватель япăх паллă лартрĕ те тарăхнипе пăрахса килтĕм. Çавăн чухне йăнăш тунăшăн халĕ те ÿкĕнетĕп. Тен, сумлă тренер пулăттăм, - иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Лев Петров. Сăмах май, вăл кăçал педагог профессине алла илнĕ. Халĕ Тĕрлемес ачисене кире пуканĕ йăтма вĕрентет. Пĕр уйăх тренировка тунă хыççăн хĕрачасем ăмăртăва хутшăнса 5 медаль çĕнсе илнĕ, пĕри 8 килограмлине 154 хут йăтса рекорда çĕнетнĕ. Çулла та тренировкăна çÿреççĕ, кĕрхи стартсене хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе пуçăннăшăн ăна республикăри кире спорчĕн федерацийĕн ертÿçи те ырланă.
90-мĕш çулсенче Лев Петров Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ вăхăтра пауэрлифтингпа туслашнă. Пĕртăван Ивановсем хавхалантарса пынипе çамрăк строитель спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Вăл Куславкка районĕнчи Шалти ĕçсен уйрăмĕнче те 13 çул тăрăшнă. Криминалист-эксперт ун чухне те спортран уйрăлман. «Пăшалтан тĕл перес енĕпе ăсталăха туптаттăмăр, волейболла выляттăмăр. Кашни эрнекун тренировкăччĕ. Милици пайĕн пуçлăхĕ те спорта юрататчĕ»,- терĕ Лев Александрович. Тюменьте алăк тунă çĕрте ĕçленĕ вăхăтра та вăл тĕрлĕ турнирта ăмăртнă, пауэрлифтерсен ушкăнĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă.
2014 çулта Куславккара спорт комплексĕ уçăлсан, Лев Александрович бассейна çÿреме тытăннă. Велоспортпа туслăскер, Владислав Димитриев тренер хавхалантарнипе триатлонпа кăсăкланма пуçланă. Чи малтан Вăрмарти турнира хутшăннă. Унтан Шупашкар кÿлмекĕ-нче иртнĕ ăмăртура хăйĕн çирĕ- плĕхне тĕрĕсленĕ. Республика чемпионачĕсенче çĕнтерÿçĕ ятне тăватă хутчен тивĕçнĕ. 2019 çулта Европа чемпионачĕн стартне тăма тÿр килнĕ.
Кĕçĕн Карач çынни - районта тĕрлĕ ăмăртусем ирттерекенсенчен пĕри. Акă Куславккара триатлон енĕпе çĕршыв кубокĕн тапхăрне икĕ хут йĕркеленĕ. Район центрĕ-нчех велосипедпа чупассипе Надежда Пашкова парнисене çĕнсе илессишĕн 5 çул турнир пуçаруçи пулнă. «Лев Петров кубокĕ» ăмăртăва темиçе çул ирттернĕ. 67 çулхи арçын сăнă, диск, молот ывăтас енĕпе те пултарулăхне аталантарать. Ялта тренировка ирттермелли ятарлă лапам тунă.
- Паллă спортсменсемпе, рекордсменсемпе, тĕнче чемпионĕ-семпе пĕр ретре тăнипе савăнатăп. Çамрăк чухне вĕсем питĕ вăйлă пулнă, ватăлсан та спорта пăрахманнинчен тĕлĕнетĕп. Эпĕ вĕсенчен вĕренетĕп,- терĕ Лев Александрович.
Тĕлĕкре те утаттăм
Алевтина Михайловна 1966 çулта Красноармейски районĕнчи Пăрăнтăк ялĕнче çуралнă. Çамрăк чухнех спортра пысăк çитĕнÿсем тума май килнĕ, анчах пурнăç урăхларах килсе тухнă.
- Аппа йĕлтĕрпе чупатчĕ, ăмăртусенчен парнесемпе таврăнатчĕ. Ăна кура эпĕ те йĕлтĕр çине тăтăм, район чысне республика турнирĕ-сенче хÿтĕлеттĕм. Мăн Шетмĕ шкулĕн команди вăйлăччĕ, çăмăл атлетика эстафетисенче малти вырăнсене йышăнатчĕ. Эпĕ те вĕсемпе пĕрлеччĕ.
Шкул хыççăн Шупашкарти педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне те спортран уйрăлман. Берендей вăрманĕнче чупса тренировка тăваттăм. Виктор Семенов тренер мана хăвăрт утакансен ретне тăма сĕнчĕ. Ун патĕнче пулас чемпионсем Елена Николаева, Алина Иванова тата ыттисем хатĕрленетчĕç. 1986 çулта вĕсемпе пĕрле сборсене çÿреме пуçларăм. Пĕрремĕш пысăк старт - СССР кубокĕ. Вăл Гагра хулинче иртрĕ, ун хыççăн Сочие кайрăмăр, - аса илчĕ Алевтина Судеркина.
Çур çултан вăл Пензăра иртнĕ СССР спарктакиадинче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Анчах çемье çавăрсан спортран уйрăлма тивнĕ. Ача çуратсан ăна мăшăрĕ спорта таврăнма ирĕк паман. «Спорт еннелле туртăм пулнă. Тĕлĕкре те утаттăм, йĕреттĕм, ачана хăварма çын çукччĕ. Атте-анне чирлетчĕ. Çапла вара ун чухне маншăн профессионаллă спорт алăкĕ хупăнчĕ», - терĕ хĕрарăм.
Алевтина Михайловна Çĕнĕ Шупашкарти «Водоканал» предприятире 19 çул ĕçленĕ. Шăпах çав тапхăрта вăл спорта «таврăннă». «Шкул çулĕсенчи пекех малтан йĕлтĕрпе чупма тытăнтăм. Командăпа пĕрле малтанах çăмăл атлетика эстафетисенче, ĕç коллективĕсен спартакиадисенче малти вырăнсене йышăнтăмăр. «Йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци кроссĕ» чупусенчен юлман. Кире пуканĕ те йăтма тÿр килчĕ, армспорта алла илтĕм. Хусана çурма марафон ăмăртăвне кайрăм. 10 çухрăма парăнтармаллаччĕ. Анчах çуррине çитсен ура хытса ларчĕ, шăла çыртса чупса тухрăм. 240 çын хушшинче 10-мĕш пултăм. Унтан тепĕр ăмăрту стартне тăтăм, каллех урана туртса лартрĕ. 2019 çулта республикăри ветерансен хушшинче турнир ирттерчĕç. Унта хутшăнса пăхас терĕм. Çамрăк чухнехи опыта аса илме тăрăшрăм. Иккĕмĕш пултăм. Тепĕр турнирта та иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çав тапхăртанпа спорт мелĕпе утатăп», - хĕпĕртерĕ Алевтина Михайловна.
Унтанпа пухмач наградăсемпе чылай пуянланнă. Вăл хăйĕн çулхисен хушшинче яланах малтисен ретĕ- нче. Раççейре кăна мар, Беларуç Республикинче иртекен ăмăртусенче те хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхнă. Акă пĕлтĕр унти чемпионатра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăл молот, сăнă ывăтас ăсталăха та алла илнĕ. Спорт хатĕрĕ ывăтакансен фестивальне те хутшăнма тÿр килнĕ.
- Спорт ватăлма памасть, йывăрлăха çĕнтерме пулăшать, ĕмĕре вăрăмлатать. Утсан е чупсан чун уçăлса каять, çĕнĕ вăй кĕрет. Ăмăртусенче çынсемпе курса калаçатпăр, туссем йышланаççĕ.Ветерансен йышĕнче 80-рисем те, 90-рисем те пур. Пирĕн те ăмăртма кăмăл та, вăй-хал та пур, - кăмăлтан пĕлтерчĕ Алевтина Судеркина.
Куславккари спорт комплексĕ-нче инструкторта тăрăшаканскер, вăл ял ачисемпе ĕçлеме çăмăлрах, вĕсен сывлăхĕ çирĕпрех пулнине палăртрĕ. «Эпир те ĕçпе пиçĕхсе, спортра тĕрекленсе ÿснĕ. Шкула çуран çÿренĕ, çавăнпа йывăрлăхсенчен хăраман, вĕсене парăнтарса малалла утнă», -терĕ хĕрарăм.
Алевтина Михайловнăпа Лев Александровичăн кунçул сукмакĕ-сем 2022 çулсенче пĕрлешнĕ. Чĕмпĕрте иртнĕ тĕнче кубокĕнче паллашнăскерсем пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ.Тренировкăра та, ăмăртусенче те пĕрле. Килти ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Вĕсем спорта чунтан парăннă. Уншăн укçи-тенкине те, вăхăтне те шеллемеççĕ. Акă спорт тумĕсем çĕлеттернĕ. Анчах министерство спорт ветеранĕсене пулăшманни вĕсене пăшăрхантарать. Мăшăр нумай пулмасть Тутарстана икĕ хутчен кайса килнĕ. Республикăн уçă чемпионатĕнчен наградăсемпе таврăннă. Хальхи вăхăтра Раççей чемпионатне хĕрсех хатĕрленеççĕ, кайран Беларуç Республикин кубокĕ-нче тупăшĕç.
А. МИХАЙЛОВ.
Июль 2025 |