Çĕршывăн тĕп уявĕсенчен пĕрне – Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине паллă тăвиччен шутлă кунсем юлчĕç.1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи нимĕн пĕлтермесĕр, хурахла Совет Союзĕ çине тапăннă. Тăшман авиацийĕ хăйĕн çулĕ çинче мĕнпе тĕл пулнă, пурне те тĕп тунă, çавна май пирĕн мирлĕ халăха чăннипех те сехĕрлентернĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1418 кунпа çĕре тăсăлнă. Çак тăватă çул хушшинче СССРта пурăнакансем тем пекех пысăк çухатупа ырату, хăрушлăх витĕр тухса, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе Çĕнтерĕве çывхартнă. Совет Союзĕ 27 миллиона яхăн çынна çухатнă. Хăрушă вăрçă ахрăмĕ кашни киле пырса тивнĕ...
Унта хутшăннă, хаяр тăшмана хирĕç çапăçнă паттăрсене аса илсе, Куславкка районĕ- нчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн ертсе пыракан экономисчĕ Наталия Питомцева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кукашшĕ çинчен çапла калать: «Ман аннен ашшĕ Филипп Николаевич Богданов 1909 çулта Куславкка районĕнчи Анат Шуршу ялĕнче çуралнă. 1941 çулта ăна фронта илнĕ. Вăл 43-мĕш стрелоксен дивизин 708-мĕш полкĕнче çапăçнă. 1942 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче ăна йывăр амантнă, çавăнпа кукаçи тăван ялне, Анат Шуршуна таврăннă...
Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Филипп Николаевич Богданова III степень Мухтав орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă.
Малашне вăрçă пулмасса, хăйсен ывăлĕсемшĕн пирĕн аннесен чун-чĕри ыратмасса çирĕп шанас килет. Пирĕн çĕр çинче тăнăç пурнăç, мирпе туслăх тата килĕшÿ хуçаланччăр! Вăрçă мĕн кăтартнине хăйсен куçĕпе курнă, пĕлсе тăнă, тăшман хÿрешкисене хирĕç çапăçса пурнăçне шеллемен паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр. Эпир вĕсене хисеплеме, хаклама тата вĕсемпе мухтанма тивĕçлĕ. Эпĕ хăюллăнах çапла калатăп: хамăн кукаçипе тивĕçлипе мухтанатăп, мĕншĕн тесен вăл – Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕ!»
Р. КОВАЛЕВА.
Апрель 2025 |