Сан умăнта пуç таятпăр, салтак амăшĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.02.2025, 15:23 Просмотров: 435

DSC 5816

Пирĕн пурнăç юханшыв пекех: кунсем, эрнесем, уйăхсем питĕ хăвăрт иртеççĕ. Çулталăк вĕçленнине те хăшпĕр чухне сиссе юлаймастпăр. Çав хушăрах ырă кăмăллă, пурнăç илемне туйса пурăнакансене тĕл пулнине, вĕсемпе курнăçса калаçнине чылайччен асра тытатпăр.

Шăпа мана çавăн пек хастар та пултаруллă çынсенчен пĕринпе, Шăнчасра пурăнакан Альбина Юрьевна Судаковăпа паллаштарчĕ. Калаçу çăмхине сÿтнĕ май çулĕпе манран чылай çамрăк та илемлĕ хĕрарăм пирĕнпе кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Апас рай- онĕнче çуралса ÿсни, амăшĕ Куславкка тăрăхне качча килни, хĕрача Тĕрлемес шкулне пĕтерни паллă пулчĕ. Каярах вăл Хусанти суту-илÿ училищинче вĕреннĕ, бухгалтер специальноçне алла илнĕ.

Альбина Юрьевна, ăна ялта çапла хисеплесе чĕнеççĕ, паян Шăнчас ялĕнче пурăнать. Ку тăрăхри нумай çемьеллĕ Судаковсен йăхĕнчи чи кĕçĕннипе Вячеславпа пĕр çемье çавăрнă вĕсем. Палăртма кăмăллă, Судаковсем – ялта ятлă çынсем. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ çемьере 6 ывăл çитĕннĕ: Валерий, Владимир, Виталий, Алексей, Михаил тата Вячеслав. Паян вĕсене пурне те хисеплесе ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ ялта. Улттăшĕ те Шăнчасра чаплă çуртсем туса лартнă, тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ. Вырăнти «Янгильдинский» СХПКра тракторпа та, комбайнпа та, тырă типĕтмелли хатĕрпе те ĕçленĕ вĕсем тĕрлĕ çулсенче, яланах малтисен ретĕнче пулнă.

Альбина Юрьевна пулас мăшăрĕпе Вячеславпа ăнсăртран Çурçĕрте, Ямало-Ненецки округа кĕрекен Лонгъюган поселокĕнче тĕл пулнă. Тĕрĕссипе, телейлĕ хĕрарăм каланă тăрăх, Шăнчас каччи унта ĕçленине вăл пĕлнĕ, мĕншĕн тесен Тĕрлемес шкулĕнче вĕреннĕ чухнех ăна килĕштернĕ. Каярах Вячеслав та чипер хĕре савнине пытарман.

Çулсем иртнĕ, çамрăк та туслă çемьере пĕрин хыççăн тепри пилĕк ывăл çуралнă. 5 ывăл! Калама çеç çăмăл, паллах.

– Кашни çемьери пекех, пирĕн ывăлсен те кăмăл-туйăмĕ тĕрлĕ-рен темелле. Анчах та эпир вĕсене пурне те пĕрешкел юрататпăр, вĕсемшĕн пурăнатпăр та ĕнтĕ. Халĕ тата пире савăнмалăх, йăпанмалăх икĕ мăнук – Кирилл тата Егорка – ÿсеççĕ, – савăнăçне пытараймасть нумай ачаллă хĕрарăм.

Альбина Юрьевна каланă тăрăх, аслă ывăлĕ Дмитрий халĕ ятарлă çар операцийĕнче. 2022 çулта ăна çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Жуков медалĕпе наградăланă. Вăл мĕн пĕчĕкренех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе Тĕрлемес шкулĕ-нче 7 класс пĕтернĕ хыççăн Хусанти Суворов училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан Чулхулара контрактпа службăра тăнă, çапăçусене хутшăннă. Пĕр вăхăт хамăр районти Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ.

Тепĕр ывăлĕ те, Алексей, çар ĕçне суйласа илнĕ. Вăл хăй вăхăтĕ-нче çарпа тинĕс академийĕнчен вĕренсе тухнă, Санкт-Петербургра службăра тăнă. Çак кунсенче ятарлă çар операцийĕ пыракан çĕре тухса каять. Виççĕмĕш ывăлĕ Ярослав, ун хыççăнхисем Владиславпа Стас Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Шăпах ĕнтĕ Ярослава çуратнă хыççăн Альбина Юрьевнăпа Вячеслав Михайлович Шăнчасра çурт лартма, хăйсен ĕçне уçма шутланă: пÿрт туяннă, пĕчĕк ларекра куллен кирлĕ таварсем сутма тытăннă. Каярах вара, пушар тухнă хыççăн, çĕнĕ çурт туса лартнă, унпа юнашар магазин уçнă. 2010 çултанпа Альбина Судакова уйрăм предприниматель шутланать.

Малтанлăха çамрăк çемьене пурнăçра пĕрре те çăмăл килмен, паллах. Анчах та кил хуçи арăмĕ каланă тăрăх, пĕр-пĕрне килĕштерсен, çур сăмахранах ăнлансан тата упăшки те, арăмĕ те пĕр тĕллевпе пурăнсан, умри йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтарма пулать. Судаковсем паян Кармăшри территори пайĕнчи 4 ялта – Маслăра, Шăнчасра, Кармăшра, Элменкассинче пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Ассортимент пуян. Ял халăхĕ ыйтнипе ытти таварсене те кÿрсе килеççĕ. Çитменнине тата Маслă ялĕнче магазин çуккине шута илсе, унта пурăнакансене эрнере икĕ хутчен (ытларикун тата эрнекун) хăйсен машинипе Шăнчаса лартса килеççĕ, кирлĕ тавар туяннă хыççăн каялла ăсатса яраççĕ. Кармăшра та пур Судаковсен пулăшăвĕпе çакăн пек усă куракансем. Сăмах май, коронавирус вăхăтĕнче те çынсем ыйтнипе килрен киле çÿресе апат-çимĕç сутнă вĕсем.

Альбина Юрьевнăна кулленхи ĕçре юратнă упăшки Вячеслав Михайлович пулăшса пырать. Вĕсене иккĕшне Кармăш тăрăхĕнчи ялсенче иртекен уявсенче те – Сабантуйра, Вăйăра час-часах курма пулать. Ял пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ вĕсем.

...Тĕлпулу вĕçленеспе амăшĕн телейĕ мĕнре тесе ыйтсан, А. Судакова нумай шухăшласа тăмарĕ, çапла каласа хучĕ: «Ачасем чĕрĕ-сывă ÿснине, пĕр-пĕринпе килĕ- штерсе вылянине, ашшĕ-амăшне вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнине курса тăни пире иксĕлми хăват парать. Çавăнпа мĕнпур ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тархасласа ыйтатăп: Çĕр çинче мир хуçалантăр, хĕвел хăйĕн пайăркисемпе кашнинех пĕр пек çупăрлатăр, нихăçан та, ниçта та текех вăрçă ан пултăр!».

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники