Телемедицина аталаннă май этем вăхăтне те, вăй-халне те чылай перекетлет, мĕншĕн тесен вăл специалистсемпе онлайн меслетпе çыхăнса калаçма пултарать. Харпăр хăй сывлăхне час-часах тĕрĕслеттерме черетсенче тăма май çуккине кура пысăк хуласенче пурăнакансем çапла тăваççĕ те. Телемедицина пулăшăвĕпе çавăн пекех яллă вырăнсенчи çынсем те усă курма тăрăшаççĕ. Çакна та ăнланма пулать – пысăк квалификациллĕ тухтăрсем ытларах чухне хуласенче ĕçлеççĕ.
Пирĕн районти тĕп больница та унашкал пулăшупа анлă усă курать. Çак çул пуçланнăранпа телемедицина мелĕпе 300 ытла консультаци ирттернĕ. «Телемедицинăпа усă курни Чăваш Республикинчи мĕнпур медицина центрĕ- нчи ятарлă специалистсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçмасăрах çыхăну тытма май парать. Çакă тухтăршăн та, пациентшăн та усăллă, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр чире тупса палăртнă чухне хаклă вăхăта перекетлеме май парать. Ятарлă специалистсем лабораторири тĕпчевсемпе тата чирлĕ çынна мĕн канăçсăрлантарнипе дистанци мелĕпе паллашма, вĕсене тĕпе хурса малтанлăха хăйсем диагноз лартма тата сиплемешкĕн пуçăнма пултараççĕ», – тет участокри врач-терапевт Валерия Кузнецова.
Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăри тухтăрсем республикăри центрсемпе консультацисем ирттернипе пĕрлех хамăр тăрăхри врачсен амбулаторийĕсенче тата фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекенсемпе те çыхăнма, вĕсене вăхăтра усăллă сĕнÿсем пама пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр: медицинăна цифрăпа çыхăнтарни халăха паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерет, электронлă документсемпе усă курнă май пĕр-пĕр ыйтăва çийĕнчех татса пама пулать.
Е. ПИТОМЦЕВА.
Ноябрь 2024 |